TurkLang  
Тĕрĕк чĕлхисене компьютера хывса тĕпчессине халалланă «Turklang 2019»
“TurkLang”

Тĕрĕк чĕлхисене компьютера хывса тĕпчессине халалланă «Turklang 2019»

Хисеплĕ ĕçтешсем!

Эпир сире çакна савăнса пĕлтеретпĕр: Тĕрĕк чĕлхисене компьютера хывса тĕпчессине халалланă «Turklang 2019» пĕтĕм тĕнчери конференци 2019 çулхи юпан 3–5-мĕшĕсенче Симферопольте (Крым Республики, РФ) иртет.

Конференци ĕçĕн енĕсем:

  • Тĕрĕк чĕлхисем валли формальлĕ модельсем
  • Компьютер системисен наци локализацийĕ тата терминологи
  • Тĕрĕк чĕлхисен электрон корпусĕсем
  • Текстсене морфологипе синтаксис енĕпе тишкермелли системăсем
  • Калаçăва пĕлмелли тата синтезламалли системăсем
  • Текстсене семантика тĕлĕшĕнчен тишкермелли системăсем
  • Машина куçарăвĕн системисем
  • Тĕрĕк чĕлхисене тата ют чĕлхесене вĕренмелли интеллект системисемпе технологисем
  • Тĕрĕк чĕлхисем валли лингвистика онтологийĕсем
  • XXI ĕмĕрти ăслăлăхсен контекстĕнчи социолингвистика тĕпчевĕсем

Тĕп датăсем:

Статьясен аннотацине тăратни: утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен.
Статьясен тулли тексчĕсене тăратни: авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен.
Резензи результачĕсене çитерсе пани: авăнăн 20-мĕшĕ
Конференци программине пичетлесе кăларни: 25-мĕшĕччен
Проведение конференции: юпан 3–5-мĕшĕсем